«Тӑван ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Апаш шкулӗнчи 11-мӗш класра веренекен Лилия Арефьева спорт мастерӗн нормативне тултарнӑ. Лилия ҫак ҫитӗнӗве Саранск хулинче ирӗклӗ майпа кӗрешекен 1992-1993 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсем хушшинче иртнӗ Атӑлҫи федераллӑ округри ҫӳллахи спартакиадӑра тунӑ. Унта вӑл иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. «Лилия ӑмӑртӑва питӗ те каясшӑн марччӗ. Ӑна ӑнланма пулать, мӗншӗн тесен шӑпах ҫак кунсенче шкулта юлашки шӑнкӑрав иртрӗ. Ҫине тӑрсах кайрӑмӑр. Акӑ, халь, пӑх та кур — спорт мастерӗ те пулса тӑтӑмӑр», — тет хӗрӗн тренерӗ В. Смородинов.
Чӑваш халӑх сайтчӗ хӗре малашне те ӑмӑртусенче малти вырӑнсене йышӑнасса шанать, ӗҫре те пурнӑҫра та ӑнӑҫу сунать.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Борис Чиндыковӑн “Тухса кайиччен” ятлӑ хайлав пуххи пичетленсе тухрӗ. Унта калавсем, драмӑлла повеҫсем, пьесӑсем кӗнӗ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗшпе 90-мӗш ҫулӗсен чиккинче Борисӑн ячӗ тӑван тӑрӑхра янраса кӑна тӑратчӗ. Эстрада ҫӑлтӑрӗсем унӑн Николай Казаковпа пӗрле ҫырнӑ юррисене янрататчӗҫ (пирӗн кӳршӗри Ҫӑрахви кинемей вӗсен “Пӗчӗк тӑлӑх хӗрачине” аса илсен халь те куҫҫульленмесӗр чӑтаймасть). Чиндыковӑн пьеси тӑрӑх академтеатр лартнӑ “Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли” тӗрлӗ фестиваль-конкурсра приз хыҫҫӑн приз ҫӗнсе илетчӗ. Хаҫатсенче вӑл пуҫарнӑ диспутсем пуринчен те хӗрӳллӗрехчӗ. Борис пуҫласа хӑй шучӗпе кӗнеке кӑларнӑччӗ, “Аван-и” ятлӑ харкам хаҫачӗ йӗркеленӗччӗ. Ҫав вӑхӑтри чӑваш ҫамрӑкӗ пӗтӗмпех Чиндыков витӗмне лекнӗччӗ, юратӑвӗ те унӑн “Аван-и” пичет органӗнче ҫырса кӑтартнӑ пеккиччӗ.
Унтан Борис Борисович “ЛИК Чувашии” журналӑн тӗп редакторӗ пулчӗ, пьесишӗн патшалӑх премине илчӗ. Вара Мускава парӑнтарма тухса кайрӗ.
«Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Шупашкар районӗнчи Янӑшра кӗпер юсанӑ. Пӗчӗк Янӑш урамран хӗвеланӑҫнелле тухма Ломжарка юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпер урлӑ каҫмалла. Анча кӗперӗ япӑхса кайнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗ стройматериалпа пулӑшнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисем нимелле ӗҫе кӳленнӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗчӗк Янӑшсем кунӗпе тӑрӑшса каҫ енне кӗпере юсаса ҫитернӗ.
Янӑш тӑрӑхне кӗрекен Хураҫырма ялӗнче те ҫурхи шыв-шур юхтарса япӑхлатнӑ каҫӑна юсанӑ. Ку ӗҫе вӗсем ака вӗҫӗнче пуҫӑннӑ — пӗр кунта вӗҫлесе те пӑрахнӑ.
«Сывлӑх» наци проекчӗн енӗсенчен пӗри – ҫул-йӗрте аварие лекнисене вӑхӑтлӑ пулӑшу кӳресси.
Ҫавна май федераллӑ трассӑсем ҫывӑхӗнче 3 шайлӑ травматологи центрӗсем уҫӑлмалла. Республикӑри районти тӗп больницӑсенче пуринче те реанимобильсем пулӗҫ (ҫакӑ пӗр шайлӑ шутланать). Шупашкар районти тӗп больницӑна вара кунсӑр пуҫне тата компьютер томографӗ, УЗИ-аппарат, рентген оборудованийӗ уйӑрӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл икӗ шайли пулӗ. Федераци бюджетӗнчен Шупашкар районӗн пульницине 40 миллион тенкӗ килмелле.
Акан 11-мӗшӗнче, Андриян Николаев юбилейӗ тӗлне, Толиккасси шкулӗнче «Спорт тата космос» ятлӑ фотокурав уҫӑлать. Ӑна Космонавтика кунне залалласа йӗркеленӗ.
Кураври сӑнӳкерчӗксенче Андриян Николаев космоса вӗҫме епле хатӗрленнине, тӑван ҫӗрте иртнӗ тӗлпулусемпе, ӑмӑртусемпе паллашма май пур. Ҫавӑн пекех Андриян Николаев ҫинчен каласа кӑтартакан документлӑ фильма курма пулӗ. Шкула Шуршӑлти музей директорӗ А.Н.Тукмаков та килӗ — унпа тӗлпулу иртӗ.
Курава йӗркелекенсем: «Бичурин тата хальхи вӑхӑт» МУК ЧРМ, «СССР летчик космонавтӑн А.Г. Николаевӑн мемориаллӑ комплексӗ» ГУК.
Мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ.
Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Котеркассинче «Шортан» фольклор ушкӑнне республикӑн Культура министерстви халӑх ятне панӑранпа 10 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Ӑна 1992 ҫулта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Надежда Михайлова йӗркеленӗ, ҫавӑнтан пуҫласа паянхи кунчченех тӑрӑшса ертсе пырать. Чи пахи — Котеркасси тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркине упрать, килес ӑрӑва парса хӑварассишӗн тӑрӑшать. Ахальтен мар ӑнтӗ тӗнчерен килекен хаклӑ хӑнасене «Шортан» юрри-ташшине кӑтартаҫҫӗ, чикӗ леш енчи ӗҫлӗ ҫынсем килӗсене таврӑннӑ чух «кун пек халӑх курманччӗ, сирӗнпе экономика ҫыхӑнӑвӗ йӗркелеме кӑмӑллӑ, авалхи халӑх» теҫҫӗ.
«Шортана» саламлама «Уяв» ушкӑнран, район администрацийӗнчен, ытти ҫӗртен пынӑ.
Шупашкар районӗнче кашни ҫулах технологипе олимпиадӑсем иртеҫҫӗ — шкул ачисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ. Уйрӑмах Кӳкӗҫри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 1-мӗш шкул ачисем пултаруллӑ — ялан тенӗ пекех пӗрремӗш вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Паллах, ку вӗрентекенӗнчен те килет — Востриков Н.А. вара хӑй ӗҫне лайӑх пӗлет. Ак кӑҫалхи олимпиадӑра та пӗрремӗш вырӑна ун вӗренекенӗ Павлов Руслан йышӑнчӗ. 9-мӗш класра пӗлӳ пухакан ача алӑкум (прихожий) валли ӑсталанӑ «Чӑваш хӑмли» ятлӑ тӗкӗре конкурса тӑратнӑ пулнӑ. Ун ӗҫӗ чӑнах та питӗ чаплӑ — пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ!
Халӗ ӗнтӗ Русланӑн Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑна хатӗрленмелле — ӑнӑҫу сунатпӑр!
Павлова Мария Павловна 1914 ҫулта Шаккӑл ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑван колхозра иртнӗ. Тӑрӑшса ӗҫленине кура ӑна «Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи хӗрӳ ӗҫшӗн» тата «Ӗҫ ветеранӗ» медальсемпе чысланӑ.
Хальхи вӑхӑтра Мария Павловна ывӑлӗн ҫемьинче пурӑнать. Паян, 95 ҫул тултарнӑ май, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫынсем пухӑнчӗҫ. Республикӑпа район представителӗсем, Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн яваплӑ ҫынни те пулчӗ — вӗсем ӑшӑ сӑмахсем каласа парнесем пачӗҫ.
Иртнӗ вырсарникун, юпан 12-мӗшӗнче, Кӳкеҫри «Олимпийски» стадионӗнче «Тӑван ен» парнисемшӗн йӗркеленӗ ҫӑмӑл атлетика эстафети иртрӗ. Пурӗ 500 спортсмен хутшӑнчӗ унта!
Чи малтан, чупакансене хавхалантарса Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Князев, хаҫат тӗп редакторӗ Валерий Сорокин, Шупашкар районӗн прокурор ҫумӗ Анатолий Иванов тата ыттисем ӑшӑ сӑмах каларӗҫ.
Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетне хыҫҫӑн пӗрремеш вырӑнсене ҫаксем тухрӗҫ:
* ача пахчисен ушкӑнӗсен хушшинче: «Золушка» ача пахчи (Атлаш ял тӑрӑхӗ);
* вӑтам шкул хушшинче: Атайкасси вӑтам шкулӗ;
* пӗтӗмешле пӗлӳ паракан шкулсем хушшинче: МВУ «Ҫатра-Лапсар ПППШ»;
* ветерансен хушшинче: Шупашкар районӗн тӗп пульници ӗҫченӗсем;
Прокуратура ӗҫченӗсем, Атайкассипе Шемшер ял тӑрӑхӗнчи администрацинче ӗҫлекенсем те эстафетӑна хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Куҫакан кубок хальхинче Шупашкар район администрацийӗн УКСпа ЖКХ ушкӑнне лекрӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене саламлатпӑр!
2003 ҫултан пирӗн республикӑра тата тепӗр журнал тухма пуҫларӗ. Унӑн ячӗ - «Сӑмах». Палӑртма кӑмӑллӑ, ҫулталӑкне 4 хут ҫутӑ кун кураканскере пирӗн ентеш, педагогика наукисен кандидачӗ К.Овчинникова тӗп редактор тытса пырать.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче черетлӗ (шучӗпе 10-мӗш) номер 100 экземплярпа пичетленсе тухрӗ. Вӑл номере Ксения Петровна пӗтӗмӗшле Шоркка ялне халалланӑ. «Шоркка таврашӗ - историпе культура йӗркеленӗвӗ» темӑна пур енлӗн уҫса пама тӑрӑшни сисӗнет. 41 страницӑллӑ журналта 1854, 1856 ҫулсенчи картта та пур. Ял уявне хутшӑннисем журнала пысӑка хурса хакланӑ. «Хамӑрӑн историе пӗлмелле, журнал пурне те ҫитмерӗ те. Кирлӗ ӗҫ тӑвать Ксения Петровна», - ҫапла каларӗҫ парнеллӗ-журналлӑ пулнисем.
А.АРДАЛИОНОВА, «Тӑван Ен»
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |